Чӑвашсем — Ытти халӑхсем

 

8999Чӑваш мулли те тутар пулнӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9000Чӑваш мулран юлма хӑнӑхнӑ, ҫынран юлмасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9001Чӑваш ниҫта та кучченеҫсӗр ҫӳремен.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9002Чӑваш нуши авалтанах сыпӑнса пырать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9003Чӑваш пасарта вырӑса курсан урапа айне тарса пытанать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9005Чӑваш перекете юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9006Чӑваш пӗр йӗрсен виҫ кун йӗрет тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9007Чӑваш пӗр ҫӑмартапа пӗр ҫӑкӑр ҫинӗ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9004Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9008Чӑваш пикенӳпе перекете пула пурӑнать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9009Чӑваш пуйсан пӳрт лартать, тутар — авланать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9010Чӑваш пуккине ӗне чӑмланӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9011Чӑваш сӑмахсӑр ӗҫлеме юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9012Чӑваш сӑри хӑмлаллӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9013Чӑваш ҫӗр кӑвапине пырса ларать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9014Чӑваш ҫӗр ҫинче чаваланма юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9015Чӑваш ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче ҫӳрет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9016Чӑваш ҫул ҫӳрене тарават.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9017Чӑваш ҫынни ватӑлсан та ӗҫсӗр лармасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9018Чӑваш ҫынни ватта хисеплет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9019Чӑваш ҫынни ӗҫ тесен вилсех каять.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9020Чӑваш ҫынни ӗҫленӗ ҫӗрте савӑнать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9021Чӑваш ҫынни кӗлтумасӑр ура та сырман тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9023Чӑваш ҫынни сӑмах каламасӑр ҫӑмах та ҫимест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9022Чӑваш ҫынни серте яшки юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9024Чӑваш ҫынни те аллине чӑмӑртиччен анчах йӑваш.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9025Чӑваш ҫынни тиркесех тӑмасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9026Чӑваш ҫынни умран юличчен хӑналать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9027Чӑваш ҫынни чӑвашлах хӑналать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9029Чӑваш ҫынни юлашки чӑххине пусса Турра хӑна тунӑ тет, Турри ҫапах та ун хутне кӗмен тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9028Чӑваш ҫынни юлашки чӑххине пусса Турра хӑна тунӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9030Чӑваш ҫыннин ӗҫ тесен алли кӗҫӗтсех тӑрать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9031Чӑваш ҫыннин тӳсӗмӗ пысӑк.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9032Чӑваш ҫыннине майра хӗрӗ майлах мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9033Чӑваш та еврейран кая мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9034Чӑваш та хупах вӑрринчен ҫуралман.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9035Чӑваш та чӑлах чунлӑ мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9036Чӑваш та чӑмламасӑр апат ҫимест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9037Чӑваш та чӑпар чӑхран ҫуралман.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9038Чӑваш та ялан йӑваш мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9039Чӑваш талайран хырӑм ҫыса тӑрса юлнӑ теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9040Чӑваш тӗлне сехмет нумай.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9041Чӑваш тӗртсе калама пит ӑста.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9042Чӑваш туйӗ Ҫимӗкре пуҫланать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9043Чӑваш тумӗ тӗрӗллӗ теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9044Чӑваш тунӑ коршак ҫӗмӗрӗлмест, вырӑс туни ҫӗмӗрӗлет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9045Чӑваш Турри чӑваш майлӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9046Чӑваш Турри чӑваш тунӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9047Чӑваш тутар мар, чей ӗҫнипех пурнаймасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9048Чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем